Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ефимов Георгий Андреевич

Ефимов Георгий Андреевич, — чӑваш сӑвӑҫи, прозаик, тӑлмач. 1928 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9 Чӑваш Енӗн Канаш районӗнчи Малти Ӑнтавӑш ялӗнче ҫуралнӑ. 2005 ҫулхи юпа уйӑхӗн 30 Шупашкарта вилнӗ.

Ӑна Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин халӑх сӑвӑҫи хисеплӗ ятсем панӑ, Халӑхсен туслахӗн орденӗпе, икӗ хутчен Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хисеп грамотисене парнеленӗ. Вӑл "Молодая гвардия" журналӑн премийӗн лауреачӗн ятне тивӗҫнӗ.

Мӑшӑрӗ — Ефимова Серафима Мироновна

Пурнӑҫӗ

К.В.Иванов ячӗлле Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫумӗнчи театр студийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Йепреҫ районӗнчи куҫса ҫурекен театр актерӗ пулса ӗҫленӗ.

1948-1953 ҫулсенче Георгий Ефимов Мускавра А.М.Горький ячӗллё патшалӑх литература институтӗнче вӗреннӗ. Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ, Чӑваш Республикин Ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн правленийӗн литература консультанчӗ пулса ӗҫленӗ. 1955-1963 ҫулсенче — «Ялав» журналӑн тӗп редакторӗ, Чӑваш Республикин Ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн правленийӗн явапла секретарӗ, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн пай заведующийӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин редакци заведующийӗ пулнӑ.

Генадий Ефимов республикӑн общество пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ, ӗҫ ҫыннисен депутачӗсен Шупашкар хула канашӗн депутачӗ, Чӑваш Республикин Писательсен союзӗн правленийӗн членӗ пулнӑ.

Ӗҫӗсем

Унӑн пӗрремӗш сӑввисем «Ялав» журналта 1946 ҫулта пичетленнӗ, 1953 ҫулта "Ашӑ туйӑмсем" сӑввисен пуххи тухнӑ. Унӑн пултарулӑхӗ нумай енлӗ пулнипе, пысӑк гражданлӑхпа, сӑрӑсемпе кӗвӗсен тӗрлӗ енлӗхӗпе, сӑнарсемпе характерсен хӑйне евӗрлӗхӗпе, херӳлехпе, уйрӑм лирикӑпа палӑрса тӑнӑ. Георгий Ефимов талантлӑ ҫыравҫӑ тата сӑвӑҫӑ пулнӑ. Вӑл 50 ытла кӗнеке, ҫав шутра сӑвӑсен, ачасем валли юмахсен пуххисене ҫырнӑ. Ҫуррине яхӑн кӗнекисем вырӑсла тухнӑ.

"Ҫӑкӑр", "Атте ҫӗрӗ", "Кӑвак инҫет", "Пурнӑҫ утӑмӗсем" тата ытти поэми уйрӑм вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Георгий Ефимовӑн нумай сӑввине Чӑваш Енри кӗвӗҫӗсем юрра хывнӑ.

2006 ҫулта унӑн «Телейсӗр чух телейлӗскер» кӗнеки тухнӑ.

Сахал мар хайлавне ытти чӗлхесене куҫарнӑ. Хӑй те чӑвашла нумай куҫарнӑ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-10-13 19:34:32 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 13147 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем